Это архив сайта argadu.com. Оригинальный сайт временно недоступен: на хостинге Beget идут восстановительные работы. Пока оригинал не восстановлен, публикации 2015–2022 годов собраны здесь. Мы на связи в Telegram: t.me/argadu. Игры на chuvashpiki.ru и распознавание речи на asr.chuvashpiki.ru работают.

Ку пирĕн çул, пирĕн кун, пирĕн сехет.

·argadu·1 комментарий

Чӑннипе каласан положени пирĕн хӑрушӑ. Тавлашма пултаратӑр, анчах пĕрех пирĕн тӑван халӑх вилĕм патне утать. Чĕлхе ҫухалса пырать, халӑх шучĕ сахаланса пырать. Ачасене тӑван чĕлхĕне вĕрентмеҫ. Мĕншĕн? Кирлĕ мар теҫҫĕ. Ӑнланмас, мĕнле 1 500 000 ытла яхӑн халӑха тӑван чĕлхе кирлĕ мар? Сосед чĕлхи, ют чĕлхе мĕнпе пахарах? Вырӑс чĕлхи ҫитет пире, кайран ӑкӑлчан вĕрентетпĕр, ман ачана ҫитет тет. Вара? Чӑваш пулса ҫуралнӑ, урӑх чĕлхесем вĕреннĕ, переписьре вырӑс тесе ҫырса янӑ. Тӑван халӑха ҫĕҫĕ ҫурӑмран чикнĕ. Малалла хӑвӑн пикисемпе вĕлерĕн. Мĕн лайӑххи? Курмас.
Вӑхӑт иртет, чӑваш пĕтсе пырать. Анчах эп аслӑ асаттесем пек тарават, паттӑр, матур чӑваш ачи, тӑван халӑхшӑн «юлашки ҫапӑҫуна» тӑрап. Хӑҫан кӑҫал мар пулсан, хӑҫан халь мар пулсан. Ку пирĕн ҫул, пирĕн кун, пирĕн сехет. Эсир те тӑван ентешсем сивĕ чунлӑ ан пулӑр…ачасене чӑвашла вĕрентĕр, чӑваш ячĕсем парӑр, ваттисене хисеплĕр, йӑла-йĕркесе ан манӑр. Тӑван халӑха упраса хӑварӑр, аталантарӑр. Ҫавӑншӑн мӑнаҫлӑ пулӑр!

Комментарии из архива · 1

Это сохранённые обсуждения со старого сайта. Новые комментарии не принимаются — пишите нам в Telegram.

RomkaKot · 29 января 2016

В.П. Юманова редакцие парне илме cурхи илемлe кун cутa хeвел пек килсе кeчe. Хаcатра ecлекенсене уявпа сaвaласа саламларe.